Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн республикӑри район-хулара наци постановкисене лартать.
Нумаях пулмасть Иосиф Трерӑн «Чӗрӗ сӑмах» ревю Тутарстанри Ҫӗпрел районӗнче тата республикӑри Элӗк районӗнче пулнӑ. Постановкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмешкӗн тӑратнӑ. Спектакле курнӑ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер, театр артисчӗсем, Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсен преподавателӗсем районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, вӗренӳ, ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче чӗлхене сарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Учительсем каланӑ тӑрӑх, наци спектаклӗсене кӑтартни лайӑх витӗм кӳрет. «Чӗрӗ сӑмах» постановкӑна вӗсем хӑйне евӗр вӗренӳ пособийӗ тесе палӑртнӑ. Унӑн чӗлхи ҫӑмӑл, вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать.
Спектакль — чӑваш поэзийӗн сӑнӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишшин, Геннадий Айхин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Авторсен хайлавӗсенче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, савӑнӑҫӗпе хуйхи сӑнланнӑ.
Чӑваш чӗлхи кунне Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ кун палӑртасси йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ. Йӗпреҫ районӗнчи Кӗлӗмкасси ялӗнчи «Теремок» ача пахине ҫӳрекен шӑпарлансем уява ака уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тунӑ.
Ҫак мероприяти пӗчӗкскерсене воспитани парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать, наци культурине, халӑхне, чӗлхине юратма, хисеплеме вӗрентет.
Ача пахчин воспитателӗсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе, йӑл-йӗркипе паллаштарнӑ. Уявра чӑваш юрри-ташши янӑранӑ. Пӗчӗкскерсем чӑваш ташшисене ташланӑ, халӑх вӑййисене вылянӑ.
Мероприятире пурте чӑваш тумӗпе пулнӑ. Кашнин валли саккаспа ҫӗлеттернӗ. Пӗчӗкскерсем (ара, ку тума кашни кун тӑхӑнмастӑн-ҫке) хӑйсене тӗкӗр витӗр юратса сӑнанӑ.
Ача пахчин ӗҫченӗсем ҫак мероприяти ачасене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен тата пуянлатасса, шӑпарлансем чӑваш чӗлхипе, культурипе кӑсӑкланма тытӑнасса шанаҫҫӗ.
Сӑнсем (11)
Нумаях пулмасть Кремль керменӗнче паллӑ поэт Расул Гамзатов 90 ҫул тултарнине тата Дагестан Раҫҫей йышне кӗнӗренпе 200 ҫул ҫитнине халалласа уяв иртнӗ.
Икӗ юбилее халалланӑ мероприятие Дагестан Республикин Президенчӗ Рамазан Абдулатипов, Раҫҫей тата Дагестан правительствин пайташӗсем, вырӑс ҫыравҫисемпе поэчӗсем, общество деятелӗсем, Мускавра пурӑнакан дагестанецсем, Расул Гамзатов пултарулӑхне килӗштерекенсем пухӑннӑ.
Ҫак уява Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗ Леонид Волков та хутшӑннӑ. Вӑл унта пушӑ алӑпа килмен: Расул Гамзатовӑн сӑвӑсен пуххине чӑвашла куҫарнӑ «Вучах умӗнче» кӗнекепе пынӑ. Ӑна Дагестан поэчӗ 90 ҫул тултарнӑ тӗле ятарласа Валерий Туркай куҫарнӑ. Кӗнекене Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ общество фончӗ чӑваш меценачӗ Петр Исли пулӑшнипе кӑларнӑ.
Хаклӑ парнене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Леонид Волков Расул Гамзатовӑн «Наверно, таков мой удел» сӑввине чӑвашла вуланӑ. Дагестан ҫынни ҫав сӑввах авар чӗлхипе, уява ертсе пыракан вырӑсла вуланӑ.
Леонид Волков «Дагестан» ПТРКна интервью панӑ, чӑваш тата Дагестан халӑхӗсен туслӑхӗ пирки каласа кӑтартнӑ.
Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан мониторинга халалланӑ блог тунӑ. Хальлӗхе pertanlah журналта (чӑвашла «пӗртанлӑх» — «равноправие») 700 ытлӑ сӑнӳкерчӗк пичетленнӗ. Унта чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ӑнӑҫлӑ усӑ курнисем те, республикӑри чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсем те пур.
Журнал авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗр тан усӑ курманнине кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ.
«Чылай чухне пӗр чӗлхепе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл — ялан тенӗ пекех вырӑс чӗлхи. Ҫапла майпа граждансен прависене пӑхӑнмаҫҫӗ. Ку Чӑваш Республикин сакунне пӑсни те. Саккун патшалӑхан икӗ чӗлхи те пӗр тан пулнине калать», — тенӗ журналта. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ.
«Юлашки 20 ҫулта ҫул ҫинчи чылай палла, урам, общество чарӑнӑвӗсен ячӗсене улӑштарнӑ, патшалӑх учрежденийӗсен умӗсене юсанӑ, — тенӗ блогра. — Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ ҫакӑнпа усӑ курса объект ячӗсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, патшалӑх ҫурчӗсене, автостанцисене, спорт центрӗсене уҫнӑ чухне алӑк ҫинче чӑвашла-вырӑсла ҫырнӑ пӗчӗк вывескӑсене ҫеҫ курнӑ эпир.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей Конситуцине чӑвашла куҫармашкӑн ӗҫ ушкӑнӗ йӗркелесшӗн.
Конституцие унччен те чӑвашла куҫарнӑ-ха. Анчах ҫак ӗҫе тепӗр хут тума тивет-мӗн. Пӗтӗмпех мар. Ахӑртнех, сӑмах кунта РФ Конституцине Раҫҫей йышне Крым тата Севастополь кӗнӗ май улшӑнусем кӗртни пирки сӑмах пырать. Ҫавна май Конституцин 65-мӗш статйине улӑштарма тивнӗ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хӑшӗ-пӗри информаци вырӑсла пулни те ҫителӗклӗ тесе шухӑшлать. Анчах чӗлхеҫӗсем чӑваш халӑхӗ ҫӗнелнӗ Конституцие чӑвашла ҫеҫ лайӑхрах ӑнланнине ҫирӗплетеҫҫӗ-мӗн.
Сӑмах май, Чӑваш Республикин Конституцине те чӑвашла куҫарнӑ. 2012 ҫулхи кӗркунне блогерсем палӑртнӑ тӑрӑх, cap.ru официаллӑ сайтра ӑна вырнаҫтарнӑ, анчах документра чӑваш саспалли вырӑнне чарӑну паллисем тата «ё» саспалли курӑнаҫҫӗ. Шӑв-шав ҫӗкленнӗ пулин те сайт администрацийӗ Конституцин вуланакан версине халӗ те вырнаҫтарман-мӗн.
Ӗнер, акан 14-мӗшӗнче, Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ йӗркеленӗ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвӗн йышӑну тапхӑрӗ вӗҫленчӗ. Ярса паракансем паян та пулчӗҫ — вӗсене те кӗртрӗмӗр. Пурӗ ҫапла 160 ӗҫе яхӑн пухӑнчӗ. Вӗсенчен 100 ытла видеосӑвва ӗнерпе паян кӗртрӗмӗр.
Кӗскен ҫапла пӗтӗмлетме пулать. Тӗрлӗ тӑрахсенчен хутшӑнчӗҫ. Пире уйрӑмах, конкурса Тутарстанри чӑвашсем хӑйсен ӗҫӗсене ярса пани савӑнтарчӗ. Вӗсене ятарлӑ ҫырупа пӗлтермен пулин те кӳршӗллӗ республикӑри виҫӗ районтан вуншар ӗҫ килчӗ. Чӑваш Енрен те видеосӑвӑсем тӗрлӗ тӑрӑхсенчен ҫитрӗҫ: Муркаш районӗнчен, Шупашкар районӗнчен, ҫавӑн пекех Куславкка, Ҫӗрпӳ, Вӑрмар, Елчӗк, Патӑрьел, Комсомольски, Красноармейски, Тӑвай, Канаш, Йӗпреҫ районӗсенчен, Шупашкарти, Ҫӗнӗ Шупашкарти, Канашри, Ҫӗрпӳри шкулсенчен. Тӗрлӗ ӳсӗмрисем хутшӑнчӗҫ — 5 ҫулхи хӗрачаран пуҫласа ҫитӗнсе ҫитни таранах.
«Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен конкурсӑн йӗрки-шывӗпе (положенийӗпе) килӗшӳллӗн ҫӗнтерӳҫӗсене пирӗн акан 24-мӗшӗ тӗлне палӑртмалла.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче паян Пӗтӗм чӑваш диктантне ирттересси пирки черетлӗ лару иртрӗ. Унта ӗҫ епле пынине сӳтсе яврӗҫ тата хӑш-пӗр ҫӗнӗ шухӑшсене пӑхса тухрӗҫ.
И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетӗнче пӗтӗмешле 300 ытла ҫын валли вырӑн йӗркелесшӗн, Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче — 250 ҫын валли. Ҫавӑн пекех, ҫырас кӑмӑллисем валли вырӑн ҫитмесен, Н.В. Никольский ячӗллӗ Шупашкарти педагогика колледжӗнче те аудиторисем уйӑрма палӑртнӑ. Диктант текстне вуламашкӑн пӗр 10 ҫын тупасшӑн, акан 21-мӗшӗнче вӗсемпе ятарлӑ заняти ирттерес шухӑшлӑ.
Ҫӗнӗ шухӑшсем те пулчӗҫ. Сӑмахран, диктант ҫырма лариччен аудитори умӗнче чӑваш халӑхӗн гимне, «Алрайн кайми аки-сухине» янратма сӗнчӗҫ. Кӑна ырларӗҫ, ҫавӑн пекех ҫыракансен пӳлӗмӗсенче Чӑваш Республикин ялавне те вырнаҫтарсан аван пулӗччӗ терӗҫ.
Ларӑва Чӑваш наци телерадиокомпанин директорӗ Александр Магарин та хутшӑнчӗ. Вӑл Пӗтӗм чӑваш диктантне наци радиовӗпе тата наци телевиденийӗпе итлеттерме тата кӑтартма шантарчӗ.
Кӗҫех Чӑваш чӗлхи кунӗ ҫитӗ. Ҫавна май республикӑри районсемпе хуласенче тӗрлӗ мероприяти йӗркелеҫҫӗ.
Ҫӗмӗрле районӗнчи вулавӑшсенче Чӑваш чӗлхи кунӗ Культура ҫулталӑкӗпе, «Вулав валли — 12 уйӑх» проектпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ака уйӑхӗн 16–25-мӗшӗсенче районти библиотекӑсенче чӑваш чӗлхин «Янра, чӑваш чӗлхи» вункунлӑхӗ иртӗ. Тӗллевӗ — ӳсекен ӑрӑва чӗлхепе, тӑван ен культурипе кӑсӑклантарасси.
Вулакансем валли кӗнеке куравӗсем, тематика ҫӳлӗкӗсем йӗркелӗҫ. Вӗсенче Иван Яковлевӑн пурнӑҫӗпе пулатрулӑхне, наци символикине, чӑваш халӑхӗн историне, йӑли-йӗркине, культурине ҫутатӗҫ.
Вунӑ кунра таврапӗлӳ тата фольклор сехечӗсем, Яковлев вулавӗсем йӗркелӗҫ, чӑвашла вулассипе конкурссем, викторинӑсем, электрон хӑтлавсем, чӑваш литературин тишкерӗвне тӑвӗҫ.
Акӑ Ҫӗмӗрлери вулавӑшра «Чӑваш чӗлхи — тӑван чӗлхе» кӗнеке куравӗ пулӗ, Юманайри библиотекӑра «Чӑваш чӗлхи — ӑс-тӑн чечекӗ» литература каҫӗ иртӗ. Турханта ачасем валли «Чӑваш Улӑпӗ» мультимеди сехечӗ иртӗ.
2013 ҫулта «Просвещение» издательство кӗҫӗн классем валли 12 вӗренӳ кӗнекине чӑвашла куҫарса кӑларнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствин редакторӗсем ҫак ӗҫе кӑҫал та малалла тӑснӑ, 16 предметпа ӗҫ тетрачӗсене чӑвашла куҫарнӑ. Ҫав шутра — математикӑпа тӑван тавралӑх предмечӗсем.
Тӗслӗхрен, «Тӑван тавралӑх» ӗҫ тетрачӗ 2 пайран тӑрать. Килте ӗҫлемешкӗн «Ӑслӑлӑх дневникӗ» хушма кӑларӑм та пур. Унти заданисене ача килте ашшӗ-амӑшӗпе ҫулталӑк тӑршшӗпех пурнӑҫлӗ.
Математика тетрачӗ ачасене урокра, ушкӑнпа, класспа е килте ашшӗ-амӑшӗпе хӑй тӗллӗн хатӗрленме май парӗ. Унти материалсем М.И.Морон, М.А.Бантовӑн, С.И.Волковӑн, С.В.Степановӑн «Математика» кӗнекипе пӗр килет. Кунта учебникри кашни темӑпах заданисем пур. Тетрадьре тӗрӗслев заданийӗсем кӑна мар, ачасене кӑсӑклантаракан, ӑс-танне, логика шухӑшлавне аталантаракан хӑнӑхтарусем те пур. Вӗрентекен урок умӗн хӑнӑхтарӑва учебникрен е тетрадьрен илмеллине суйлама та пултарать.
Тетрадьсем чӑвашла тухнӑ учебниксене тата пуянлатӗҫ. ЧР Информаци политикипе массӑллӑ коммуникацисен министерствин шухӑшӗпе, пичетленӗ ӗҫ тетрачӗсем задание пурнӑҫланӑ чухне вӑхӑта перекетлеме май параҫҫӗ.
Чӑваш чӗлхи кунӗ тӗлне эпир пуҫарнӑ «Чӑваш ачи, сассуна пар!» конкурса майӗпен ӗҫсем килсе тӑра пуҫларӗҫ-ха. Паянхи кун тӗлне вӗсен йышӗ 20 ҫитрӗ.
Ӗҫсем Муркаш, Куславкка, Елчӗк, Шупашкар районӗсенчен, Шупашкарпа Ҫӗрпӳ хулисенчен ҫитрӗҫ. Республика тулашӗнчисем те айккинче тӑрас темен — Тутарстанри Пӑва районӗнчи Тутиел шкулӗнчен 5 видеосӑвӑ ҫитрӗ. Тӑрӑшса тунӑ ӗҫсем те пур, ахаль ҫырнисем те. Пурне те малти вырӑна тухма ӑнӑҫу сунатпӑр! Кашни 20 видеосӑвӑпа «Шкул ТВ» каналӗнче паллашма пулать: www.youtube.com/playlist?list=PLhm2wH_6q1BLcLWij46nFSfNk58vw2kE_. Хутшӑнакансен йышӗпе паллашас тесен ҫак документа (Google Docs-ра хатӗрленӗ, пурте курма пултараҫҫӗ) уҫма пултаратӑр.
Асаилтеретпӗр, «Чӑваш ачи, сассуна пар!» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне Чӑваш халӑх сайчӗ, Тӗнче тетелӗнчи «Сӑвар ТВ» каналпа «Шкул ТВ» канал, Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ пӗрле пуҫартӑмӑр.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.